Паян, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши поэт ҫуралнӑранпа 117 ҫул ҫитрӗ. Ҫав ятпа Шупашкарти унӑн палӑкӗ патӗнче митинг иртнӗ. Вӑл ирхи тӑхӑр сехетре пуҫланнӑ. Унта ытти ҫулсенчиллех тӑван культурӑна, чӗлхене, Ҫеҫпӗле сума сӑвакансем: ҫыравҫӑсем, культура ӗҫченӗсем, вӗренекенсем — пуҫтарӑннӑ. Вӗсем поэта сума суса ӑшӑ сӑмах нумай каланӑ, сӑвӑсем вуланӑ. Митинга пынисем палӑк патне чӗрӗ чечек хунӑ.
Поэт ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе Ҫеҫпӗлӗн тӑван тӑрӑхӗнче, Канаш районӗнче те, тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Тӗслӗхрен, «Зов Сеспеля» (чӑв. Ҫеҫпӗл чӗнӗвӗ) ятпа поэзин регионсем хушшинчи фестивалӗ иртет. Ҫак мероприятие Шӑхасанта йӗркелеме пуҫланӑранпа чылай ҫул ӗнтӗ. Вӑл тӑрӑхшӑн поэт-трибунал — мӑнаҫлӑх палли.
Канаш районӗнчи Сухайкассинче пурӑнакан Матвеевсем кӗҫех пысӑк та хӑтлӑ ҫӗнӗ ҫурта пурӑнма куҫӗҫ. Нумай ачаллӑ ҫемьен пысӑк ӗмӗчӗ пурнӑҫланать.
Икӗ хутлӑ ҫурта «ПМК-400» тулли мар яваплӑ общество подряд организацийӗ хӑпартнӑ. Пӳлӗмсене хӑтлӑлатнӑ, обой ҫыпӑҫтарнӑ, линолеум сарнӑ. Ваннӑй та, туалет та пур. Йӑлтах — пӳртре. Матвеевсен савӑнса пурӑн кӑна.
Пӳрт 85,4 тӑваткал метр. Унта пилӗк ачаллӑ Матвеевсене хӗсӗк пулмӗ. Вӗсем тӑватӑ хӗрпе пӗр ывӑл ҫитӗнтереҫҫӗ. Матвеевсем ҫӗнӗ ҫурт уҫҫине кӗҫех илӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӗрхи призыв пуҫланчӗ. Вӑл раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Ҫак тапхӑрта Чӑваш Енрен Раҫҫейӗн хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсене 1552 ҫамрӑк кайӗ. Ку, ҫуркуннехи призывпа танлаштарсан, кӑштах нумайрах. Ун чухне 1460 каччӑ салтак аттине тӑхӑннӑ.
Яланхи пекех пирӗн республикӑри чи маттур 10 яш Президент полкне лекӗ. Пӗлтӗр унта кайнӑ 10 салтака савӑнӑҫлӑн кӗтсе илӗҫ.
Шел те, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫалхи призывниксен сывлӑхӗн кӑтартӑвӗ япӑхланнӑ. Пӗлтӗр призывниксен 72,6 проценчӗ ҫара юрӑхлӑ пулнӑ тӑк кӑҫал – 69,5 процент ҫеҫ. Ҫамрӑксем ытларах юн ҫаврӑнӑшӗн, нерв, шӑмӑпа мышца чирӗсемпе нушаланаҫҫӗ.
Кашни призыврах ҫартан тарса ҫӳрекен яшсем пур. Юлашки ҫулсенче ку енӗпе лару-тӑру лайӑх енне улшӑнни савӑнтарать. Кӑҫалхи ҫуркуннехи призывра 13 каччӑ салтака каяс мар тесе тарса ҫӳренӗ. Вӗсем пур-пӗрех йӗрке хуралҫисен аллине лекнӗ.
Аса илтерер: РФ Конституцийӗн 59-мӗш стайтипе килӗшӳллӗн, Раҫҫей гражданинӗн ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫе пурнӑҫламалла. Тарса ҫӳрекенсен пуҫиле майпа явап тытма тивет. Вӗсене 200 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме, 2 ҫул таран ӗҫлеттерме е ирӗкрен 2 ҫуллӑха хӑтарма пултараҫҫӗ.
Канашри «Таса хула» предприяти директорӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хулари урамсенчен уйӑх ытла ӗнтӗ ҫӳп-ҫап илсе тухман. Утма ҫук.
Елена Макарова «Про Город» хаҫатран пулӑшу ыйтнӑ. Асӑннӑ предприяти хӑйӗн тивӗҫӗсене ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче пурнӑҫлама пӑрахнӑ-мӗн. Урамра ҫӳп-ҫап тултарнӑ хутаҫсем йӑваланни ҫынсене тарӑхтарать. Ку хула илемне те пӗтерет. Организаци ӗҫченӗсем ним калама та аптӑраҫҫӗ. Ҫынсем ку ыйтупа прокуратурӑна та ҫитнӗ.
Елена каланӑ тӑрӑх, ҫакна пула хулара йӗкехӳресем, шӑшисем ӗрченӗ, йытӑсем йышланнӑ.
Подряд организацийӗн техника ҫӗмӗрӗлнӗ-мӗн. Ӑна юсаҫҫӗ. Канмалли кунсенче ҫӳп-ҫапа пӗчӗккӗн илсе тухма тытӑннӑ.
Канаш районӗнче кӗҫех нумай ачаллӑ виҫӗ ҫемье ҫӗнӗ ҫурта пурӑнма куҫӗ. Районта икӗ ҫулта 7 ҫӗмье ҫӗнӗ пӳрт ӗҫкинче савӑннӑ ӗнтӗ.
Нумай ачаллӑ Татьяна Николаева ҫӗнӗ ҫурта пӑхса ҫаврӑннӑ. Ку ҫурта ҫу уйӑхӗнчех хӑпартма тытӑннӑ. Пӳртре йӑлтах пур: канализаци, газ, шыв. Ҫӑл та картишрех.
Ҫурта юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче ӑшӑтма тытӑнӗҫ. Ун чухне Николаевсем ҫӗнӗ пӳрт ӗҫки тума пултарӗҫ. Хальлӗхе ҫемье хунямӑшӗ патӗнче пурӑнать.
Ҫемьере тӑхӑр ҫын: упӑшкипе иккӗшӗн пилӗк ача, хунямӑшӗн тата мӑнук пур. Пысӑках мар ҫуртра, паллах, хӗсӗкрех.
Ҫурт ҫумӗнче пахча та пур. Ҫурта ял хӗрринче мар, варринче хӑпартни те савӑнтарать ҫемьене. Унччен унта ватӑ хӗрарӑм пурӑннӑ. Вӑл вилсен вырӑнти влаҫ ун вырӑнӗнче ҫӗннине хӑпартнӑ. Вӑрӑмпуҫ ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьене пӗрремӗш хут ҫурт туса панӑ тӗслӗх ку.
Чӑваш Енре чи лайӑх участковӑя суйланӑ. Юпа уйӑхӗн 7-16-мӗшӗсенче республикӑра «Халӑх участковӑйӗ» конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Ун чухне ҫынсем онлайн мелӗпе сасӑланӑ.
Юлашки кунчченех сасӑлавра Ҫӗнӗ Шупашкарти участковӑй Сергей Александров малта пынӑ. Анчах кайран унӑн Канаш районӗнчи полици лейтенантне Сергей Ипатьева пӗрремӗш вырӑна пама тивнӗ. Уншӑн 5002 ҫын сасӑланӑ.
Сергей Ипатьев Асхва ял тӑрӑхӗнчи йӗркешӗн яваплӑ. Унта 3 640 ҫын пурӑнать. Вӑл республика чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ. Конкурс чӳкӗн 1-10-мӗшӗсенче иртӗ. Ун чухне участковӑйсемшӗн онлайн мелпе сасӑлӗҫ.
Канаш районӗнчи вӑрманта ҫын шӑмми-шаккине тупнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл — арҫыннӑн.
Ҫын шӑмми-шаккине Ҫӳлти Вӑрманьялӗнче тупнӑ. Арҫын хура куртка, хура ӑшӑ кофта, хура шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 30–40 ҫулсенчи пулнӑ. Вӑл — 169 сантиметр ҫӳллӗш.
Халӗ ку ӗҫ-пуҫа следовательсем тӗпчеҫҫӗ. Вилнӗ арҫын пирки мӗн те пулин пӗлекенсене шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ: (835-33) 49-0-02, 4-92-48 е 02. Ят-шыва никама та пӗлтермӗҫ тата хыпарланӑшӑн хавхалантарӗҫ.
Канаш районӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен приючӗ йӳнӗ путевка илме тивӗҫ мар ачанах ун пеккине тыттарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӑтӑрмаха вӑл тӑрӑхри прокуратура асӑрханӑ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине пӑхӑнса тӑракан приют ҫӑмӑллӑхлӑ путевка панӑ ачасенчен пӗри асӑннӑ учреждени ертӳҫин тӑванӗ пулнӑ иккен. Йӗрке тӑрӑх ӑна йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫемьесенчи ачасене кӑна памалла. Асӑннӑ ача ун пек йыша кӗнине ҫирӗплетсе паракан хутсем пулман. Пуҫлӑх тӑванӗн ачи ҫуллахи лагерьте приют шучӗпе 21 кун каннӑ, путевка хакне 5 процент кӑна тӳлеттернӗ.
Пӑтӑрмахлӑ лару-тӑрӑва халӗ малалла тӗпчеҫҫӗ, пуҫиле ӗҫе ҫирӗплетсе пама май килсен суда ярса парӗҫ.
Канаш хулинче ӗнер «Хавхаланса юрлать чӗре» республикӑри конкурсӑн зонӑри тапхӑрӗ иртнӗ.
Юрлакан ушкӑнсем хушшинче йӗркеленӗ ӑмӑртӑва Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ 80 ҫул тултарнине тата кӑҫал Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ.
Канашри Культура ҫуртӗнчи конкурса Канаш, Йӗпреҫ, Тӑвай районӗсенчи тата Канаш хулинчи организацисемпе предприятисенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем пуҫтарӑннӑ. Канаш тӑрӑхӗнчисене илсен, унтисен чысне районти культура ӗҫченӗсен халӑх хорӗ тата ветерансен халӑх хорӗ (ушкӑнсен ертӳҫи — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Владимир Стеклов) хутшӑннӑ.
Чи лайӑх юрӑҫсене хӑйсен юррисемпе республикӑри конкурса хутшӑнма йыхравлӗҫ. Ӑна чӳк уйӑхӗнче ирттермелле.
Донбасра Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ каччӑ пуҫ хунӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл унта хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ.
26-ри Дмитрий юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вилнӗ. Кун пирки малтанах «Твиттерта» хыпарланӑ.
Дмитрий Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл футболла выляма юратнӑ. Донбаса кайсан унӑн Федор хушма ят пулнӑ.
Халӗ тӑванӗсем унӑн ӳтне Чӑваш Ене илсе килес тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Ӑна Мӑкӑр ялӗнче пытарӗҫ.
ЧР Ҫар комиссариачӗ кун пирки нимӗн те пӗлмест-мӗн. Хӑйсен ирӗкӗпе Донбаса каякансем пирки вӗсен хыпар ҫук.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.